Сӑвӑҫ тарӑн йӗр хӑварнӑ
Хамӑр халӑх асӗнче,
Ҫук, манмастпӑр вут-кӑварлӑ
Ҫӗнӗ кун ҫынни ҫинчен.
Пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтараҫҫӗ
Сӑвӑҫӑн еткерлӗхне,
Кӗл тӑваҫҫӗ, пуҫ таяҫҫӗ
Аякри вил тӑприне.
Пирӗн ӗмӗр васкаварлӑ
Манӑҫа тухни тем чуль,
Ҫав тери этем каварлӑ
Туслӑха ҫухатнӑ чух.
Тепӗр чух, пурте пӗлетпӗр,
Пуҫлӑхсен турти кӗске,
Сӑвӑҫӑн ятне-сумне те
Варалама пӑхаҫҫӗ-ҫке.
Остерта текех ытарлӑн
Вуламаҫҫӗ Ҫеҫпӗле,
Палӑкне таҫта пытарнӑ,
Шкулӗн ячӗ ҫӗнӗллӗ.
Теприсем, ав, куҫарасшӑн
Шӑм-шакне Чӑваш Ене.
Ан хускатӑр-ха, тархасшӑн,
Вилнӗ ҫыннӑн канӑҫне!